Манăн асаттене, Иван Порфирьевич Чернова, 1939 çулта Хĕрлĕ Çара илнĕ. Унта ăна связист-артиллериста вĕрентнĕ. 1941 çулта çулла асаттен çар тивĕçне пурнăçласа киле таврăнмалла пулЧернова, 1939 çулта Хĕрлĕ Çара илнĕ. Унта ăна связист-артиллериста вĕрентнĕ. 1941 çулта çулла асаттен çар тивĕçне пурнăçласа киле таврăнмалла пулнă.
1941 çулта июнĕн 22-мĕшĕнче фашистла Германи çарĕсем пирĕн çĕршыв çине вăрçăпа килсе кĕнĕ. Çапла вара асаттен киле таврăнас вырăнне нимĕçсене хирĕç çапăçмалла пулса тухнă. 131-мĕш артиллери полкĕнче телефонист-артиллерист пулса çапăçнă вăл. Нимĕçсем тапăнса кĕнипе пирĕн çарсем хамăр çĕр çине чакса пынă. Унтан асатте аманса госпитале лекнĕ. Сипленнĕ хыççăн тепĕр хут çар ретне тăнă. Вара 982-мĕш артиллерии полкĕнче çапăçнă. Нимĕçсене хăваласа пирĕн салтаксем Германие çитнĕ. 1945 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕнче асатте каллех аманнă. Сывалса тухсан ăна 60-мĕш стрелковăй батальона яраççĕ. 1946 çулхи май уйăхĕнче асатте киле таврăннă.
Татьяна Чернова, 4-мĕш класс, Аслă Елчĕк шкулĕ.