Аслă Елчĕк шкулĕ çĕнтернĕ

Аслă Елчĕкре районти шкулсенчи вăтам ушкăнри вĕренекенсем хушшинче «Ылтăн шайба» клуб парнисене çĕнсе илессишĕн хоккей ăмăртăвĕ пулса иртнĕ. Кунта пурĕ виçĕ команда – Елчĕкри тата Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам тата Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул командисем хутшăннă. Малтанхи вăйăра Аслă Елчĕксемпе Патреккелсем тупăшнă, Аслă Елчĕксем Патреккелсенчен 5:1 шутпа выляса илнĕ. Иккĕмĕш вăйăра Патреккелсем Елчĕксене 3:2 шутпа çĕнтернĕ. Унтан Аслă Елчĕк шкулĕн команди Елчĕкри вăтам шкулти çамрăк хоккеистсене 7:0 шутпа парăнтарнă. Турнирта Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул команди çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.

Çĕнтерÿçĕсемпе вăйăра палăрнă вĕренекенсене район пуçлăхĕн çумĕ – район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Л. Левый спортри ÿсĕмсемшĕн тав тунă.

Елчĕк районĕн пĕрлештернĕ хоккей команди республикăри ăмăртăва хутшăнать.